
Комсомольски районӗнчи пӗр ялта виҫӗ ҫын сӗрӗм тивнипе вилнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ прокуратура тӗрӗслет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче кӑнтӑрла васкавлӑ пулӑшу ккӳрекен службӑна Кивӗ Выҫли ялӗнче виҫӗ ҫын вилни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Пӗр килте 1956 тата 1973 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынсем тата 1971 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм вилнӗ.
Пӑтӑрмах вырӑнне Комосмольски районӗнчи прокурорӑн ҫумӗ Дмитрий Бородин тата ытти специалист тухса кайнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ — газ кӑмаки ҫуннӑ чух сӗрӗм тухни.
